Паян 10, 11-мӗш класра вӗренекенсем К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи театрӗнче Н.Мранькка романӗ тӑрӑх лартнӑ "Ӗмӗр сакки сарлака" драмине пӑхрӗҫ .Класс кӗрешӗвне, çамрӑксен юратӑвне, чӑваш ялӗн пурнӑçне театрӑн паллӑ тата çамрӑк артисчӗсем çӗнӗлле сӑнарлӗç. Ӗç-пуç тӗлӗнмелле хӑвӑрт улшӑнса тӑрать. Темӗн те пур кунта – юрату виç кӗтеслӗхӗ, кӗрешӳ, ӑмсану, кӗвӗçӳ, ӑнлану…
Спектакле лартаканӗ ЧР халӑх артистки Наталья Сергеева. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Мранькка романӗнче паян кулленхи калаҫура усӑ курма пӑрахнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем нумай.
Çавсене куракана итлеттерес тенипе халӑх умне кӑларма шутланӑ. Чӑннипех те, драма ачасен кӑмӑлне кайрӗ.