Хаклӑ хӑнасем

Хаклӑ хӑнасем

Пирӗн шкулта хӑнара ача-пӑча ҫыравҫисем: Ольга Австрийская тата Ольга Федорова пулчĕç. Кӗнеке тусӗсем вӗсен аван пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ачасем валли чылай кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Ольга Михайловна Австрийская чӑвашла та, вырӑсла та ҫырать. Унăн сӑввисем ҫепӗҫлӗхӗпе, тарӑн шухӑшлӑ йӗркесемпе тата пурнӑҫ тӗрӗслӗхӗпе чуна хумхантараҫҫӗ. "Поэзи маншӑн - пурнӑҫ илемӗ, тӗрекӗ... Сӑвӑра чун пулмалла,"- те автор. Чӑннипех те, унӑн кашни сӑвви - хӑй пӗр пурнӑҫ.

Ольга Леонидовна Васильева та хӑйӗн калавӗсенче ачасен тӗнчине анлӑн ҫутатса парать. Хайлавӗсенче пӗр-пӗрне хисеплемеллине, пулӑшмалли ҫинчен тата тӑван тавралӑха, тӑват ураллӑ туссене юратмалли ҫинчен асӑрхаттарать. Сăнарсен пурнăçĕнче чĕрчунсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Шкул, шкул ачисем çинчен çырнă хайлавĕсене те вулама питĕ кăсăклă.
Ача-пӑча ҫыравҫисем 4-8-мӗш класс ачисемпе тӗл пулчӗҫ. Ҫыравҫӑсене чӑваш йӑли-йӗркипе ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. "Шӑпчӑк" фольклор ушкӑнӗ илемлӗ чӑваш юррипе савӑнтарчӗ. Шкул ачисем Ольга Васильева ҫырнӑ "Килсӗр йытӑ" калавӗ тӑрӑх ӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Ачасен ушкăнĕ Ольга Австрийская сӑввисене каласа пачӗҫ .
Ольга Васильева ачасене Чӑваш кӗнеке издательствипе тата хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Калавсенчи пулăмсем, сăнарсем чăн пурнăçранах иккен. Апла пулсан çыравçăн питĕ тимлĕ пулмалла.
Ольга Австрийская ачасем валли ҫырма питӗ килӗшнине палӑртрӗ. Сӑввисем мӗнле ҫурални ҫинчен каласа кӑтартрӗ .
Ача-пăча тусĕсем шкула Чаваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă кенекесене парнелесе хăварчĕç.
Шкул ачисем ҫыравҫӑсене тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Тӗлпулу питӗ ăшă та кӑмӑллӑ иртрӗ.