Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче кашни тунти кун чи пĕлтерĕшли çинчен калаçу иртет. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Анне - кашни çыншăн чи çывăх çын» темăпа иртрĕ. Чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче пĕтĕм Раççейре Аннесен кунне паллă тăваççĕ. Ăна 1998 çултан чысласа ирттерме пуçланă. Черетлĕ калаçу урокне нумай ачаллă, 9-мĕш класра вĕренекен Анна Ивановăн амăшне, Татьяна Александровнăна, хăнана чĕнтĕмĕр. Вăл ачасемпе тĕл пулса аннене юратнине килти ĕçсемпе пулăшса, тимлĕ пулса çирĕплетмеллине каласа пачĕ. Амăшĕсем тĕрлĕ профессире хăйсене çÿллĕ шайра кăтартма пултарнине çирĕплетсе пачĕ. Пурнăçран тĕслĕхсем илсе пачĕ. Аннесене хисеплеме вĕрентекен притчăсемпе ачасене шухăша ячĕ. Тĕрлĕ сăвăсем вуласа парса кăмăлсене çĕклерĕ. Чăннипех те, пултаруллă пирĕн ачасен амăшĕсем.
Анне ят пĕтĕм тĕнчипех чыслă сăмах. Анне вăл – чи çывăх та хаклă çын. Чи ăшă та çепĕç сăмах. Чăваш çыннишĕн вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншен тесен чăвашсем аннене пурнăç паракан Кепе Турă вырăнне хунă. Аннепе юнашар чухне эпир хамăра хÿтлĕхре туятпăр, ним шикленмесĕр савăнса ÿсетпĕр.
Ачасем юратнă амăшĕсем валли илемлĕ открыткăсем хатĕрлерĕç. Хайсем чунтан юратнине салам сăмахĕсем каласа çирĕплетĕç.