Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта «Хыпар» Издательство çурчĕн çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Республикăри тĕрлĕ район-хулара пурăнакан шкул ачисем, 80 ытла автор Чăваш пичечĕн çуртне пуçтарăнчĕç.
Пирĕн шкулти Александр Иванов (7-мĕш класс), Ксения Щербакова (7-мĕш класс), Диана Олаева (8-мĕш класс) çак слета хутшăнма тивĕç пулчĕç.
Уява Чӑваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина уçрĕç. Кристина Андреевна сăмахпа ĕçлесси питĕ яваплă та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулни çинчен палăртрĕ. «Эсир чăвашла. Вырăсла хайлавсем çыратăр, журналист ăсталăхне туптатăр. Çавăнпа чăваш чĕлхин пуласлăхĕ сирĕнтен килет. Ăнăçу сунатăп сире, хисеплĕ ĕçтешсем», - тесе каласа хăварчĕ.
Ĕçлĕ уяв кăсăклă иртрĕ. Малтанах хаçатăн чи çывăх тусĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Çамрăк коореспондентсене саламлама Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, паллă сăвăç Раиса Сарпи те çитнĕ. Вăл ачасене хаçатпа туслă пулни малашлăхра çул уçса пыни çинчен каларĕ. Чăваш эстрада артисчĕсем Гергий Смирнов, Алина Выйгетова ачасене илемлĕ чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Çамрăк хаçат тусĕсем валли тĕрлĕ ăста урокĕсем иртрĕç: «Тĕрлĕ жанрпа ĕçлесси», «Сăн ÿкерчĕк ăсти», «Чăваш тĕррин эрешĕсемпе паллашасси». Слет вăхăтĕнче çамрăк журналистсем пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрĕç, туслашрĕç, чăваш хаçат-журналĕпе малашне те çыхăну тытма шантарчĕç.