«Чăваш чĕлхи» фильм

«Чăваш чĕлхи» фильм

    «Тăван чĕлхе вăл халăхăн сăваплă  та чи таса, чи хаклă пурлăхĕ. Тăван чĕлхе – тĕнче ăс-хакăлĕ. Калама çук пуян, ытарайми хитре вăл, пирĕн тăван чĕлхемĕр», - тесе хаклать пирĕн сумлă çыравçă Юхма Мишши. «Чăваш чĕлхи» фильм курнă хыççăн çак шухăш тата ытларах  çирĕпленчĕ тесе калама пулать.     

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Çĕньял-Покровски шкулĕнче  «Чăваш чĕлхи» фильм авторĕ Виктор Чугаров хăнара пулчĕ.  Виктор Александровича шкулти «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕ хаваслă юрăсемпе кĕтсе илчĕ. Шкул директорĕ В.В.Митрофанов чăваш чĕлхи сумне, чысне çĕклени пысăк ĕç пулнине палăртрĕ.  6, 8-11 класс ачисем  «Чăваш чĕлхи» фильма кăмăлпах пăхрĕç. Валерий Владимирович  фильма пăхнă хыççăн Виктор Александрович  питĕ кирлĕ ĕç тунине каларĕ. Кашни çын хăйĕн тăван чĕлхине хакламаллине, юратмаллине  палăртрĕ.

Ҫак документлӑ ӗҫе Виктор Чугаров хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсене те ҫитсе  ӳкернӗ.  Пирĕн чăваш çыннисем тĕнчипех саланнă. Таçти ют çыршывра пурăнаççĕ пулин те хăйсен  тăван чĕлхине манса кайман. Вăл çеç те мар, ачисене те чăвашла калаçма вĕрентеççĕ. Виктор Александрович Германи, Франци çĕршывĕсене çитсе унти чăвашсемпе тĕл пулса калаçнă. Фильм ӳкерес шухӑш пуҫа ӑнсӑртран килсе тухнине, ҫӳлти хӑватсем кирлӗ ҫынсемпе паллаштарнине пӗлтерет вӑл. Чӑвашла калаҫма Виктор шкулта тата ҫуллахи каникулта яла кайсан вӗреннӗ.  Халĕ вăл юратсах  чăваш чĕлхине ăса хывать. Чӑвашла пӗлнипе тата ку чӗлхепе калаҫма пултарнипе Виктор Чугаров хӑпартланать-мӑнаҫланать.

Çак тĕл пулу кашнин асĕнче тарăн йĕр хаварасса шанас килет.