Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ- чăваш чĕлхи кунĕ.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ- чăваш чĕлхи кунĕ.

   Паян чăваш чĕлхи уявĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче – Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Вăл чăваш халăхне чунтан юратнă, уншăн нумай ĕç  туса хăварнă. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем  çаксем: çĕнĕ чăваш çырулăхне  йĕркелени, пĕрремĕш чăваш букварьне пичетлесе кăларни, шкулсем уçса вĕсенче чăваш ачисене вĕрентни тата чăваш учителĕсем хатĕрлени.

   Пур чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи уявĕнче тĕрлĕ мероприяти  ирттерме тăрăшать. Çĕньял-Покровски шкулĕнче  ирхи линейкăра  Татьяна Кириллова (3-мĕш класс), Даниил Соколов (3-мĕш класс), Татьяна Максимова (5-мĕш класс), Ева Петрова (5-мĕш класс), Мария Храброва (5-мĕш класс) чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуласа пачĕç.  Пирĕн чăваш чĕлхи «çепĕççĕн, сулмаклăн, савăккăн, хăватлăн» янăрать. 

   6,7, 9-мĕш класс ачисем «Емĕрлĕхе упрар чĕлхемĕре» сочиненисем çырчĕç. Хамăрăн тăван чĕлхемĕре юратсан, ăна сума сусан çеç эпир чăн çынсем пулма пултарнине палăртрĕç ачасем. Чăваш чĕлхи –атте-анне чĕлхи. Вăл пирĕн чунра, чĕрере пулмалла. 

   

Пирĕн шкул ачисем «Тантăш» хаçатпа тачă çыхану тытаççĕ. «Тантǎш» - чǎваш ачисен хаҫачĕ.  Ксения Щербакова, Диана Олаева хаçатăн çывăх тусĕсем. «Хыпар» хаçат издательстви, «Тантăш» хаçат редакциĕ чăваш чĕлхи кунĕнче ЧР Пуçлăхĕпе  Олег Николаевпа «Тантăш» хаçат коореспонденчĕсемпе пресс-конференци йĕркеленĕ.  Унта  республикăри 18 хастар юнкора йыхравланă.  Телейлисен шутĕнче Ксения Щербаковăпа Диана Олаева та пулчĕç.  Ачасем Республика пуçлăхне тĕрлĕ ыйту пачĕç. Вĕсене ачалăхран пуçласа паянхи кунпа çыхăннă самантсем кăсăклантарчĕç. Тĕлпулу тĕлĕнмелле ăшă лару-тăрура иртрĕ. Олег Николаевич кăмăллăн калаçни ачасен пăшăрханăвне те сирчĕ.   Çак тĕлпулу пур ачашăн та ĕмĕре аса юлĕ.