Чăваш ачисен хаçачĕ.

Чăваш ачисен хаçачĕ.

   Çĕньял-Покровски шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни малалла пырать.  Эпир –чăвашсем. Пирĕн тăван чĕлхе –чăваш чĕлхи. Тӑван чĕлхе вӑл -  атте-анне, асаттепе асанне чĕлхи, Тӑван чĕлхепе калаçса эпир хамӑр шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр, чуна уçатпӑр, кӑмӑла çĕклетпĕр. Паян 7-мĕш класс ачисем  чăваш чĕлхине сума суса, хисеплесе  хаçатсем кăларчĕç. Хаçат ятне пĕрле канашласа «Чăваш ачисен хаçачĕ» ят пама йышăнчĕç.  Ачасем ушкăнсемпе пайланса ĕçлерĕç. Хăйсем хушшинче тĕп редактора, художника, журналитсене суйларĕç. Пĕрисем ятне, чăваш чĕлхи çнчен çырчĕç,  теприсем  эрешсем, ÿкечĕксем турĕç. Пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пычĕç. Ĕçленĕ хушăра чăваш юррисене итлесе кăмăлĕсене çĕклерĕç. Чăваш чĕлхи, чăваш кĕвви ытла та çепĕç янăрать-çке! 

   Вăтам классенчи ачасем вырăсларан чăвашла куçарнă мультфильмсене курса савăнчĕç.  Юмахри сăнарсем чăвашла калаçни  хамăр чĕлхешĕн мăнаçлăх кÿрет.  Чăвашла юмахсем ачасен кăмăлне кайрĕç.

   Кăçалхи çул «Паллă ентешсен çулталăкĕ».  Чăваш чĕлхи уявĕ тĕлне пултаруллă ачасен  центрĕ  «Эткер» республика шайĕнче «Выдающиеся люди Чувашии»  диктант йĕркеленĕ. Унта  пирĕн шкул ачисемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç, 45 минут хушшинче 30 ыйту çине хуравларĕç.  Вĕсен республика, Раççей, тĕнче шайĕнче палăрнă паллă ентешсен ячĕсене пĕлмелле пулнă.