Паллă ентешсене халалланă çулталăк

Паллă ентешсене халалланă çулталăк

   2022 çул - Чăваш Республикинче паллă ентешсене халалланă çулталăк. Кашни кěтес хăйěн пултаруллă та маттур çыннисемпе пуян. Пурнăç курнă, тĕнче курнă ентешĕмĕр пире тăван халăх ятне кирек ăçта та,  кирек хăçан та çÿлте тытма сунать. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕньял-Покровскинчи вăтам пĕлÿ паракан шкулта хăнасем пулчĕç. Вĕсем çак  тăрăхра çуралнă, пурăнакан  сумлă, хисеплĕ ентешсем. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мăнаçланатпăр. 
   Владимир Валентинович Семенов – паллă артист, Чăваш патшалăх академи театрĕн сцени çинче 1972 çултанпа вăй хурать. Владимир Валентинович – Чăваш АССР, Раççей Федерациĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ. 
   Тамара Самсоновна Горбунова – ăста та, пултаруллă вĕрентекен. Çĕньял-Покровски шкулĕнче 38 çул ĕçленĕ. Халăха вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн  ăна «Хисеплĕ вĕрентÿ ĕçченĕ» ятпа чысланă. Тамара Самсоновна пирĕн шкул гимнĕн сăмахĕсен авторĕ. Кĕввине хываканĕ Олег Григорьевич Никитин, пирĕн шкулăн музыка вĕрентекенĕ. Шкулти пур çÿллĕ шайри мероприяти те çак гимнпа пуçланать. Паянхи мероприяти те шкул гимнĕпе пуçланчĕ. Шкул ачисемпе пĕрле килнĕ хăнасем те юрларĕç.
   Галина Петровна Мочалова – Пархикасси ял вулавĕшĕн заведующийĕ пулса  35 çул ĕçленĕ, таврапĕлÿçĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ». «Край родной Синьял-Покровский» икĕ кĕнекен соавторĕ. 
   Луиза Александровна Степанова – алă ăсти, тĕрĕçĕ, пултаруллă  чăваш хĕрарăмĕ. Унăн управçă пуканисене, мăнкун валли эрешлесе хатĕрленĕ  çăмартисене  шкул ачисем пăхса савăнчĕç. Луиза Александровна ачасене мăнкун пирĕштийĕсене те тума вĕрентсе хăварчĕ.  Хăнасем кашниех хăйсем çинчен, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Шкул ачисем, «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕнчи ачсем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.