Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен Çĕньял-Покровскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать.
Чăваш чĕлхи кунне Чăваш Республикин Аслă
Совечĕн Президиумĕ 1992 – мĕш çулхи ака уйăхĕн 9 – мĕшĕнчи йышăнăвĕпе
килĕшÿллĕн аслă вĕрентекенĕмĕр И. Я. Яковлев çуралнă кун уявлама тытăннă. И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, уншăн
нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем çаксем: ҫӗнӗ чӑваш
ҫырулӑхне йӗркелени, пĕрремĕш чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче
чӑваш ачисене вӗрентни тата чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Уявăн пĕрремĕш кунĕнче 5-мĕш, 8-мĕш класс ачисем
«Чăваш тĕнчи» ÿкерчĕксен куравне
йĕркелерĕç. 2022 çул –паллă ентешсен çулталăкĕ.
Çакна халалласа шкул ачисем
«Пирĕн паллă ентешсем» хаçат кăларчĕç.
Хаçатра чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисем çинчен çырса кăтартнă. 9-10-мĕш класс ачисем ял библиотекинче паллă çыравçăпа, сăвăçпа, 19 кĕнеке авторĕпе, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Галина Белгалиспа (Елисеева Галина Александровна) тĕлпулу ирттерчĕç. Шкул ачисем маларах унăн «Права на улыбку», «Сила Тава» кĕнекисене вуласа паллашнă. Унăн кашни хайлавĕнче – пурнăç урокĕ, чуна хускатакан пулăмсем. Хăш-пĕр хайлавĕсене куççуль кăлармасăр вулама та çук. Автор вĕсене пурне те пурнăçран илнĕ, хăшĕ-пĕрисем хăйĕн пурнăçĕнчи самантсемех. Галина Алексеевна сăвăсем çырса юрăсем те кĕвĕлет. Çыравçăпа пĕрле Эльвира Александровна Соловьева юрăçă килнĕ. Вăл Галина Белгалисăн юррисене юрласа пачĕ.