Чăваш чĕлхин тăваттăмĕш кунĕ.

       Кăçал, 2021 çулта,  И.Я.Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа  100 çул çитнине  паллă тăваççĕ.  Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче  чăваш халăхне çутта кăлараканне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса 2-6-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Вĕсем хăйсен сăввисене илемлĕ, тăрăшса каларĕç. 1-мĕш вырăн йышăннисем: Соколов Даниил (2 кл.), Соловьева Анастасия (4 кл.), Максимова Татьяна (4 кл.), Григорьева Екатерина (4 кл.), Яранцева Васелиса (5 кл.), Крыльцова Ксения (5кл.), 2-мĕш вырăн йышăнни: Васильева Ульяна (5 кл.), 3-мĕш вырăн йышăннисем: Матвеева Валерия (3 кл.), Шайдукова Елена (2 кл.), Лукин Александр (3 кл.), Кириллова Нелли (5 кл.), Маркитанова Ксения (5 кл.).

       Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин символĕсен кунне паллă тăваççĕ. 7-мĕш класс ачисем ялти библиотекăра «Чăваш Республикин символĕсем» презентаципе паллашрĕç. Е.Р.Столярова  библиотекарь мероприятие  гимн янипе пуçларĕ. Гимн республика паллă тăвакан халăх уявĕсенче, чаплă пухусене уçнă тата хупнă  чухне янăрать. Вăл вăхăтра   пурин те ура çине тăмалла.  Библотекарь  шкул ачисене ялав, герб историйĕсемпе паллаштарчĕ.

     Тăван патшалăх символĕсене хисеплесси – кашни çын тивĕçĕ.