Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Пархикасси библиотекинче 10-11-мĕш классемпе Владимир Мишшан сăвăçпа тĕл пулу иртрĕ. Малтанах 11-мĕш класра вĕренекен Николай Павловпа Елена Астраханцева унăн сăввисене вуласа пачĕç. Уншăн сăвăç питĕ савăнчĕ. Владимир Михайлович ачасене хăйĕн пĕрремĕш кĕнекипе паллаштарчĕ. Вăл пирĕн ентеш. Шупашкар районĕнчи Чулкас ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пурнăç йывăрлăхĕсене туйса-пĕлсе ÿснĕ. Вăл сăвă çырма ачаранах пуçламан. В.Васильев хăйне милици пулма çуралнă тет, поэзи – чун канăçлăхĕ. Унăн сăввисен тĕсĕсем тĕрлĕрен, çавăнпа вулама та кăсăклă. Калас сăмахĕсене автор çĕклесе кăтартать: патриоатизм, чĕрĕлĕхе юратни, вăрçăпа тăнăçлăх, этем чунĕн илемĕ.
Владимир Мишшан ачасемпе тĕрлĕ темăпа калаçрĕ. Хăйĕн сăввисене вуласа пачĕ. В.Васильев пурнăçĕнчи çак пулăма та палăртса хăварма питĕ кăмăллă. Вăл 2001 çулта Шупашкарти тĕп çыхăну уйрăмĕпе «Утренняя почта» хаçат ирттернĕ «Юрататăп» поэзии конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ пулать. Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ.