Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Я. Яковлев пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ «Аслă патриарх кун-çулĕн йĕрĕпе» викторина иртрĕ. Кăçал чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул çитнине паллă тăваççĕ. 1871 çулта И.Я.Яковлев çĕнĕ алфавит хатĕрленĕ, алфавитра сас паллисен хисепĕ 47 пулса тухнă, алфавитпа пĕрлех чăваш орфографийĕн кĕске правилисене хатĕрленĕ. «Чăваш халăхне» халала çырни 100 çул çитнине палăртаççĕ. Халала пилĕк чĕлхепе пичетлесе кăларнă, И.Я.Яковлев халалĕ – ÿсекен ăрăва каланă пехил. Халалри тĕп шухăшсем: Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала; вырăс халăхĕ пит пысăк халăх, ăна итлĕр, юратса пурăнăр; тăван чĕлхене юратмалла; çемье- халăх, патшалăх тĕрекĕ; пĕр-пĕрне пулăшса пымалла; пĕчĕк ĕçе те юратса тусан – усăллă пулать. Викторина 8,10, 11-мĕш классенче иртрĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхне çутта кăлараканĕ çинчен лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç: Иванова С. (8 кл.), Карсакова Д,(8 кл.) ,Щербакова Д. (8 кл.); Иванова К.(10 кл.), Борисова А. (10 кл.), Шогулина А.(10 кл.), Селиванова А.(10 кл.), Шашкова А. (10 кл.), Петрова В.(10 кл.); Логинова К.(11 кл.), Яруткина С. (11 кл.), Кириллова Е. (11 кл.), Федотова И.(11 кл.), Астрахнцева Е.(11 кл.).