Чăваш чĕлхи эрни.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче  Çĕньял-Покровскинчи пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни  пуçланчĕ.

Кашни халăхăн  хăйĕн тăван чĕлхи пур. Эпир, чăвашсем, чăвашла калаçатпăр. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци пуянлăхĕ пулса тăрать. Чăваш Республикин Аслă Совет Президиумĕн 1992-мĕш çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчи Постановленипе килĕшÿллĕн  ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр.  Чăваш Енре 2021 çулта И.Я.Яковлев çĕнĕ чăваш алфавитне тунăранпа 150 çул, «Чăваш халăхне» халала çырнăранпа  100 çул çитнине  паллă тăваççĕ. Çак паллă уявсене халалласа шкул ачисем хаçат кăларнă.

Уяв  эрнин пĕрремĕш кунĕнче Çĕньял-Покровски шкулне ял тăрăхĕнчи сумлă çынсене хăнана чĕннĕ. Вĕсем: Г.П.Мочалова « Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ», «Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлÿçи»; Л.С.Яруткина «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ», Л.А.Степанова, тĕрĕ ăсти. Малтанах Галина Петровна ачасене чăваш чĕлхин сумĕ, илемĕ çинчен каласа пачĕ. Хăватлă, мăнаçлă пирĕн тăван чĕлхе. Г.П.Мочалова «Край родной Синьял-Покровский» кĕнеке соавторĕ. Çак кĕнеке 2 томпа пичетленсе тухнă. Кĕнекере ял тăрăхĕн историйĕпе, шкул, колхоз, ял çул-йĕрĕпе, ырă ята тивĕçнĕ çынсемпе паллаштарнă. Галина Петровна ачасене  чăваш чĕлхи, йăли-йĕрки тăван çĕрпе çыхăннине каларĕ. Истори çуралнă вырăнтан, вырăнти халăхран пуçланнине палăртса каларĕ. Л.С.Яруткина хăйĕн сăмахне йăла-йĕркесене шута хумалли, аслисене хисеплемелли çинчен  пуçларĕ. Тăван чĕлесĕр пĕлÿ çуккине палăртрĕ. Лидия Семенова И.Я.Яковлевăн «Чăваш халăхне» халалти йĕркесене илсе пачĕ. Пĕр-пĕрне пулăшса пымалла, пĕчĕк ĕçе юратса тусан –пысăк усăллă пулнине каларĕ. Л.А.Степанова шкула алă ĕçĕсене илсе килчĕ. Луиза Александровна ачасене  хăй тăхăнса килнĕ анатри чăваш тумĕпе паллаштарчĕ. Вăл чăваш тĕррипе тĕрленĕ  тумлă пуканесен выставкине те йĕркелерĕ.